Чӑваш Ен спортсменӗ инҫетри ҫӗршывра пысӑк ҫитӗнӳ тунӑ. Константин Репин хӑйӗн тренерӗпе халӗ Нидерландра. Унта ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче ӑмӑртӑвӗ иртет. Унта хусканупа тӗрев енчен сусӑр спортсменсем хутшӑнаҫҫӗ. Шӑпах ҫав ӑмӑртура пирӗн ентеш палӑрма пултарнӑ.
Константин Репин Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен 2-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать. Стандсканал хулинче иртекен тупӑшура вӑл финиша пӗрремӗш ҫитме пултарнӑ. Вӑл 54,60 ҫеккунт кӑтартупа ҫӗнтернӗ.
Аса илтерер: Константин Репин тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусене пӗрре мар хутшӑннӑ. Вӑл хусканупа тӗрев енчен сусӑр спортсменсен хушшинче иртнӗ ӑмӑртусенче малти вырӑнсене йышӑннӑ.
Кӑнтӑр Корейӑра Пӗтӗм тӗнчери Универсиада иртет. Унта маттур ҫамрӑксем вӑй виҫсе медальсем ҫӗнсе илеҫҫӗ. Ӑмӑртура пирӗн ентеш те палӑрнӑ.
Универсиадӑн иккӗмӗш кунӗн пӗтӗмлетӗвӗ ҫакна кӑтартнӑ: Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ команди спорт гимнастикинче чи лайӑххи пулнӑ. Командӑна чӑваш спортсменки те кӗнӗ.
Пирӗн ентеш Полина Федорова Алла Сидоренкӑпа, Дарья Елизаровӑпа, Екатерина Крамаренкӑпа, Мария Пасекӑпа пӗрле ӑмӑртӑва тухнӑ. Вӗсем иккӗмӗш кунхине 165,500 балл пухса чи малтисем пулса тӑнӑ.
Иккӗмӗш вырӑна Япони хӗрӗсем тухнӑ. Виҫҫӗмӗшне Кӑнтӑр Корея спортсменкисем ҫӗнсе илнӗ.
Пӗтӗмӗшле илсен, Раҫҫей команди хальлӗхе 6-мӗш вырӑн йышӑнать. Универсиада Кванджу хулинче утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗччен иртӗ. Пӗтӗмпе медальсен 300 пуххине выляттармалла. Спортсменсем спортӑн 21 тӗсӗнче вӑй виҫӗҫ.
Шупашкарта ырантан пуҫласа ҫӗртмен 21-мӗшӗсенче ҫӑмӑл атлетика енӗпе Европа чемпионачӗ иртет. Ҫав вӑхӑтра атотранспорта ӑҫта кирлӗ, унтан ҫӳреме чарӗҫ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков йышӑну кӑларсах ҫирӗплетнӗ.
Асӑнӑн виҫӗ кунта ирхи 7 сехетрен тытӑнса 22 сехетчен Чапаев тата Ҫӗрпӳ урамӗсемпе — вӗсем Юрий Гагарин урамӗпе пӗрлешнӗ вырӑнтан тытӑнса Андриян Николаев урамӗпе пӗрлешнӗ таран — ҫӳреме чарӗҫ. Ӗҫлӗ проездра ҫула хупӗ: вӑл Карл Маркс урамӗпе пӗрлешнӗ вырӑнтан пуҫласа Президент бульварӗпе пӗрлешнӗ вырӑна ҫитиччен.
Ҫӗртмен 19-мӗшӗнче 18 сехетрен пуҫласа 23 сехет те 30 минутчен урапасене Президент бульварӗпе тата Ленинград урамӗпе, вӗсем Воробьев композиторсен урамӗпе пӗрлешнӗ вырӑнтан пуҫласа Хӗрлӗ лапампа пӗрлешнӗ вырӑн таран, ҫӳреме чарӗҫ. Ҫапах та ку чӑрмав троллейбуссене пырса тивмӗ. Шупашкар заливӗн дамбипе те иртме мйа килмӗ. Чару ҫӗртмен 19-мӗшӗнче 18 сехетрен 20 сехет те 20 минутчен тата 22 сехет те 30 минутран 23 сехет те 30 минутчен тӑсӑлӗ.
Ҫӗртмен 19-мӗшӗнче троллейбуссне ҫурҫӗрччен ҫӳреттерӗҫ.
Шупашкарта ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртекен Европа команда чемпионачӗ пуҫланиччен шутлӑ кунсем ҫеҫ юлчӗҫ. 38 кун кӑна. Ӑмӑртӑва ҫӑмӑл атлетсем кӑна мар хатӗрленеҫҫӗ-мӗн.
Михаил Игнатьев чемпионат вӑхӑтӗнче республикӑна килмешкӗн Олимп вӑййисен икӗ хут чемпионкине Елена Исинбаевӑна официаллӑ мелпе чӗннӗ.
«Чӑваш Ен» Патшалӑх телерадиокомпанийӗн спорт корреспонденчӗ Вячеслав Ильин Мускавра унпа тӗл пулнӑ.
— Эпир Мускавра ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртнӗ тӗнче чемпионатӗнче лайӑх тупӑшрӑмӑр. Сочире пулнӑ хӗллехи Олимп вӑййисенче ҫӗнтертӗмӗр. Халӗ Шупашкарта Рио-де-Жанейрӑра иртекен Олимп вӑййисене хатӗрленӗпӗр, — тенӗ Елена Исинбаева спортсменка.
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Мускав ҫывӑхӗнчи Жуковски хулинче ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртнӗ. Унта 42 регионти 210 спортсмен хутшӑннӑ.
Палӑртма кӑмӑллӑ: арҫынсем чупнӑ 8 ҫухрӑмлӑ дистанцире Чӑваш Ен спортсменӗ, Олимп резервӗсен Шупашкарти училищинче вӗренекен Александр Новиков ҫӗнтернӗ. Саша Шупашкар районӗнче ҫуралса ӳснӗ. Кӗмӗл медале Алексей Викулов тивӗҫнӗ. Пӑхӑр медале вара пӗлтӗрхи пекех Иван Коняев ҫӗнсе илнӗ.
Александр Новиков пӗлтӗр Европа чемпионатӗнче кӗмӗл медаль илнӗ. Вӑл ЧР тава тивӗҫлӗ тренерӗ Влентина Давалова патӗнче ӑсталӑхне туптать. Александр Раҫҫей спорт мастерӗн нормативне пурнӑҫланӑ.
2016 ҫулта Бразилири Рио-де-Женейро хулинче ҫуллахи Олимпиада иртӗ. Унта Чӑваш Ени 38 спортсмен — ҫӑмӑл атлетсем, йывӑр атлетсем, ирӗклӗ кӗрешӳҫӗсем, спорт гимнасчӗсем, велосипедистсем — кайма пултарӗҫ.
Республикӑра спортсменсене ҫитес Олимп тата Паралимп вӑййисене хатӗрлес ыйтӑва сӳтсе явнӑ. ЧР спорт министрӗ Сергей Мельников пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе унта хутшӑнма пултаракан спортсменсен списокне Чӑваш Енри 38 ҫын кӗнӗ. Ӑна РФ Спорт министерстви 2013 ҫулхи кӑтартусемпе килӗшӳллӗн ҫирӗплетнӗ.
Лондонра иртнӗ Олипиадӑра пирӗн атлетсем икӗ тӗсре — ҫӑмӑл атлетикӑра тата маунтинбайкра — ҫеҫ тупӑшнӑ-тӑк ҫитессинче спортӑн 5 тӗсне хутшӑнма пултарӗҫ.
Ларура Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗнӗ 15 спортсмен 2015 ҫулхи кӑрлачран пуҫласа 30 пин тенкӗ стипенди илме тытӑнӗҫ. Резерври 10 спортсмен вара 15 пин тенкӗ илсе тӑрӗ. Паралип вӑййисене хутшӑнма пултаракансене те стипенди парӗҫ.
Мускав ҫывӑхӗнчи Ерино поселокра 10 пин метра чупассипе ҫӗршыв чемпионачӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Ен спортсменкисем ылтӑн тата пӑхӑр медале илнӗ. Вӗсем — Лондонри Олимпиадӑна хутшӑннӑ Елена Наговицынапа Альбина Майорова.
Дистанцин малтанхи ҫуррине хӗрарӑмсем пысӑк ушкӑнпа пӗрпек хӑвӑртлӑхпа чупнӑ иккен. Анчах кайран мала Гульшат Фазлитдинова мала тухнӑ хыҫҫӑн ун хыҫҫӑн Елена Нагоицына, Валентина Галимова тата Алена Кудашкина талпӑннӑ. Икӗ ҫухрӑм ҫапла пынӑ хыҫҫӑн Галимова мала тухнӑ, Фазлитдинова юлма тытӑннӑ. Медаль хуҫисем паллӑ пулнӑн самантра Алена Кудашкина юлма пуҫланӑ та юлашки ҫаврӑмра Альбина Майорова унтан иртнӗ. Ҫапла вара Наговицына пӗрремӗш вырӑна тухнӑ, Майорова — виҫҫӗмӗш.
Арҫынсенчен Евгений Рыбаков ҫӗршыв чемпионӗ пулса тӑнӑ, Анатолий Рыбаков — кӗмӗл-ҫӗнтерӳҫӗ, Дмитрий Сафронов — виҫҫӗмӗш. Вӗсем виҫҫӗшӗ те хӑйсен унчченхи рекорчӗсене ҫӗнетнӗ. Раҫҫейре ун пек хӑвӑрт 2008 ҫултанпа чупман иккен.
Алексей Яргунькин паян Шупашкарта иртекен Раҫҫей чемионатӗнче ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ. Александр 50 ҫухрӑм чупса хӑйӗн рекордне ҫӗнетнӗ: 3 сехет те 42 минут та 25 ҫеккунт.
Раҫҫейӗн хӑвӑрт утас енӗпе пӗрлештернӗ командин тӗп тренерӗ Алексей Мельников каланӑ тӑрӑх, Александр Яргунькина Европа чемпионатне хутшӑнмашкӑн наци командин тренер канашне сӗнӗҫ.
Яргунькин Мексика спортсменӗпе Навойпа ӑмӑртса пысӑк кӑтартупа палӑрнӑ. Хальлӗхе Александр кӑтарту енӗпе тӗнчери топ-листра — тӑваттӑмӗш. Ҫавӑнпах ӑна Европа чемпионатне хутшӑнтарма сӗнӗҫ.
Чӑваш Енре аслӑ ӳсӗмрисен хушшинче «Спортлӑ вӑрӑм ӗмӗр» республика спартакиади иккӗмӗш хут иртнӗ. Йӗркелӳҫисем — ЧР Транспорт министерстви тата «Урожай» вӑй-хал культурипе спорт обществи. Хальхинче спортсменсене Йӗпреҫ районӗ йышӑннӑ.
Ӑмӑртӑва республикӑри район-хуласенчи 26 команда — пӗтӗмпе 234 ҫын — хутшӑннӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ҫынсем ишессинче, ҫӑмӑл атлетикӑра, сӗтелҫи теннисӗнче, перессинче, шахматра, эстафетӑра тупӑшнӑ.
Спартакиада ҫӑмӑл атлетика турнирӗпе уҫӑлнӑ. Арҫынсемпе хӗрарӑмсем 400 тата 200 метра чупассинче тупӑшнӑ. Кунта Комсомольски районӗнчи Галинӑпа Анатолий Давыдовсене ҫитекенни пулман. Ҫапах ҫак район команди ҫак тӗсре 3-мӗш вырӑн ҫеҫ йышӑннӑ. Елчӗк тата Хӗрлӗ Чутай районӗсем 1-мӗшпе 2-мӗш вырӑнсене пайланӑ.
Кун хыҫҫӑн спортсменсем вӑй-хал культурипе спорт комплексне кӗнӗ. 50 метра ишессинче Йӗпреҫ районӗнчи Владимир Васильев йышӑннӑ. Хӗрарӑмсен йышӗнче Шупашкарти Фрида Кузнецова ҫӗнтернӗ. Шупашкар районӗнчи Людмила Федорова тата Шупашкарти Сергей Юрьев сӗтелҫи теннисӗнче ҫӗнтернӗ.
Спорт сывлӑха ҫирӗплетет. Ҫамрӑксенчен чылайӑшӗ сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнать кӑна мар, ӑмӑртусене хутшӑнса пысӑк ҫитӗнӳсем те тӑвать.
Акӑ нумаях пулмасть «Олимпийски» стадионта ҫӑмӑл атлетика енӗпе Чӑваш Ен Кубокӗ пулнӑ. Кубока ҫӗнсе илессишӗн 150 ытла спортсмен вӑй виҫнӗ.
Шупашкар районӗ хӑйӗн маттур ывӑлӗпе мухтанма пултарать! 1997–1998 ҫулсенче ҫуралнӑ арҫын ачасен йышӗнче 400 метра чупассинче Кӳкеҫри 1-мӗш шкулта вӗренекен, Олимп резервӗсен ачасемпе ҫамрӑксен В.Егорова ячӗллӗ 1-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан Никита Удалов 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Никита РФ тата ЧР тава тивӗҫлӗ тренерӗ В.И.Васильев, И.Ю.Свинцов патӗнче ӑсталӑхне туптать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ева Лисина, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Назаров Андрей Кузьмич, патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Егор Афанасьевич, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |